Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать.
Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана.
Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ Юхма Мишши ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.
Юбилей ячӗпе ҫыравҫӑна Мускаври чӑвашсем саламланӑ. «Пурнӑҫ илемӗпе, ачусен, мӑнукусен ырлӑхӗпе савӑнса пурӑнӑр. Эсир пирӗншӗн яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, 300 ытла кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӳсем хавхалану кӳччӗр. Вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарма калем яланах ҫивӗч пултӑр. Сирӗншӗн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр, ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел, савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр», — тесе ҫырнӑ саламра.
Паян ирпе Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуннӑ. Инкек ирхи 6 сехетре пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шел те, пушар час-часах унта та кунта алхасать. Канаш хулинче, сӑмахран, ӗнер вут-ҫулӑм «Kia-Rio» ҫӑмӑл автомобиле сиенлетнӗ. 2015 ҫулта туса кӑларнӑскер Некрасов урамӗнчи 6-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. Машина кӑнтӑр кунӗнче, 12 сехет те 30 минутра, хыпса илнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомобилӗн электрооборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре, Патӑрьел районӗнче, сӑвӑрсем вӑраннине асӑрханӑ. Малтан – пӗр ҫемье, унтан тепри хӗллехи ыйхӑран тухнӑ.
Заповедник пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑвисем патӗнче йӗрӗсене курма пулать. Ҫак вӑхӑтра сӑвӑрсем юр, ҫӗр ҫинче пур ӳсен-тӑрана ҫиеҫҫӗ.
Палӑртмалла: сӑвӑрсем вӑтамран пуш уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ. 2017 ҫулта вӗсем пушӑн 4-мӗшӗнче ыйхӑран тухнине палӑртнӑ. 2001 ҫулта вара акан 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӑраннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал юр нумай ҫунӑ, 50-65 сантиметр ҫӳллӗшне ҫитнӗ.
Шупашкарти урамсенчен пӗрне Лев Кураков академик ятне парасшӑн. Кун пирки Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин паян иртнӗ пухӑвӗнче сӑмах хускатнӑ.
Аса илтерер: унта ассамблейӑн ҫӗнӗ ертӳҫи пулма РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова суйланӑ.
Лев Кураков пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ. Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Чӑваш Ени ял хуҫалӑх предприятийӗсем севок сухан туса илессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Ку культурӑна ӳстерме пулӑхлӑ хура тӑпра кирлӗ. Ҫавӑнпа севок туса илессипе республикӑн кӑнтӑр енче: Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенче — тӑрӑшаҫҫӗ. Раҫҫейре туса илекен севокран 68,8 проценчӗ — Чӑваш Ен аграрийӗсен тӳпи. Ҫакӑн пек ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине ют регионсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Чӑваш суханне пӗлтӗр Беларуҫ Республикинче, Казахстанра, Молдавинче туяннӑ. Пурӗ 87,46 пин америка долларӗлӗх.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 5 шкул тума пуҫлама палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, регионти вӗренӳ отрасльне юсаса ҫӗнетессипе кӑҫал та ҫине тӑрӗҫ. Тӗслӗхрен, 5 ҫӗнӗ шкул тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарти «Университет», «Лента», «Радужный» микрорайонсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пулӗҫ. Кӳкеҫ пирки каласан, унта юлашки ҫулсенче нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем чылай хӑпартрӗҫ. Шупашкар район центрне Шупашкарти общежитисенче пурӑннисем, республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи (Улатӑр, Елчӗк т.ыт.те) ҫынсем, уйрӑмах — ҫамрӑк ҫемьесем, йышлӑн пырса тӗпленнӗ. Ачасен йышӗ ӳснӗ май ҫӗнӗ шкул кирли юлашки ҫулсенче пушшех калаҫтарма тытӑнчӗ.
2021 ҫулта ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул ҫумне хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонта шкул тума палӑртнӑ.
Кӑҫал «Тутарстан мисӗ» ята Чаваш Енре ҫуралнӑ хӗр ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет.
Сумлӑ ята ҫӗнсе илекен хӗр Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ҫуралнӑ. Диана Юнусова халӗ 18 ҫулта. Вӑл Хусан федераци университетӗнче юридици факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет. Хӑй Хусантах пурӑнать.
Диана Юнусовӑна сумлӑ ята тивӗҫнӗ ятпа корона тӑхӑнтартнӑ тата кӗрӗк парнеленӗ.
Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.
Республикӑн культура отраслӗнче ӗҫлекен тата тепӗр икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура училищин (техникумӗн) преподавательне Сергей Ерисова тата Патӑрьел районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссерне Луиза Леонтьевӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ятсем панӑччӗ.
Эрнекун кун пек ята Куславкка районӗнчи «Культура аталанӑвӗн, вулавӑш тытӑмӗн тата архив ӗҫӗн центрӗ» автономи учрежденийӗн режиссерӗ Наталья Исаева тата Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑчан ӳнер шкулӗн преподавателӗ Антонина Лукина тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.